Кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче «Росинка» физкультурӑпа спорт центрӗнче «Чемпионсен каҫӗ» иртнӗ. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта иртнӗ ҫулхи спорт сезонне тишкернӗ. Мероприятие спорт федерацийӗсемпе организацийӗсен ертӳҫисене, пултаруллӑ спортсменсемпе тренерсене йыхравланӑ. «Чемпионсен каҫне» Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ.
Михаил Васильевич иртнӗ ҫула республика спорт енӗпе тивӗҫлипе вӗҫленине палӑртнӑ. Спортпа тата физкультурӑпа туслисен шучӗпе пӗлтӗр Чӑваш Ен Раҫҫейре малта пыракан виҫӗ регион шутне кӗнӗ.
Физкультурӑпа спорта аталантарассине пысӑк тӳпе хывнисенчен пӗрисем тӗрлӗ хисепе тивӗҫнӗ. Европа шайӗнче ҫӗнтерекен йывӑр атлетсене хатӗрлекен, Етӗрне районӗнчи «Присурье» (чӑв. Сӑрҫум) спорт комплексӗн тренер-преподавателӗ Зиновий Неопалимский «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ» пулса тӑнӑ.
Раҫҫейӗн Олимп комитечӗн Фэйр плэй (акӑлчанран ӑна «ултавсӑр вӑйӑ» тесе куҫарма пулать) Раҫҫейри комитечӗн дипломӗпе Шупашкарти Олимп резервӗн сӗтелҫи теннис тата ухӑран перессипе спорт шкулӗн трнерне Галина Малована наградӑланӑ.
КӐР | 20 |
Етӗрне районӗнче культура ҫулне халалласа «Наци пуканисен нумайевӗрлӗхӗ» ятлӑ курав иртрӗ. Курава районти мӗнпур шкул, районти тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем, Тамара Ионова усламҫӑ хутшӑнчӗҫ. Авторсем пурӗ 561 тӗрлӗ пукане ӑсталанӑ.
Мӗн тӗрлӗ пукане ҫук-ши кунта! Мӗнрен кӑна ӑсталаман-ши: тӑмран, йывӑҫран, улӑмран, папье-машерен, хутран, пенопластран... Пуканесене тӗрлӗ номинаципе хакларӗҫ: «Автор пукани», «Наци тумӗллӗ пукане», «Коллекци пукани» и «Чӑваш халӑх пукани». Кӑкшӑмри шкулта вӑй-хал культурин вӗрентекенӗ Александр Воронков хӑйӗн миниатюра — пуканисене 10 ҫул каяллах ӑсталама пуҫланӑ. Курава вӑл хӑйӗн пысӑк пуххинчи 43 тӗрлӗ пуканине илсе тухнӑ. Унӑн пуканисене куракансем: «Ку пуканесене лавккаранах туяннӑ пулӗ», — тесе алӑпа тытсах пӑхрӗҫ.
Уявра ҫавӑн пекех тӗрлӗ композици тӑрӑх йӗркеленӗ пуканесем хутшӑнчӗҫ: «Чӑвашсем улахра» — чӑваш наци тумне тӑхӑннӑ пуканесем (Хучаш шкулӗ), Пӗрҫырлан шкулӗн ӑсталӑхӗсем тӑмран «Ҫемье» темӑпа, Ирҫе шкулӗ те чӑваш тумӗллӗ «Ҫемье — эпӗ», хутран ӑсталанӑ «Халӑхсен туслӑхӗ» тата «Тӗпел кукринче» (Мӑн Явӑш шкулӗ), «Асамат кӗперӗ» ача пахчи ӑстаҫисем «Эпир совет Союзӗнче ҫуралнӑ» — темӑпа курав йӗркеленӗ.
Чӑваш Республикин Журналистсен союзӗ Ҫемен Элкер ячӗллӗ премин иртнӗ ҫулхи лауреачӗсене палӑртнӑ. Ӑна «Советская Чувашия» хаҫат ӗҫченӗ Елена Зайцева тата «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанире тӑрӑшакан Ольга Туркай тивӗҫ тесе йышӑннӑ. Зайевана «Пысӑк ҫемье» проекта тытса тӑнӑшӑн чысланӑ. Туркай вара «Килти вулавӑш» радиокӑларӑм ярӑмӗпе преми илме пултарнӑ.
Журналистсен тепӗр премийӗ Леонид Ильин радиожурналист ячӗпе хисепленсе тӑрать. Унӑн кӑларӑмӗсене (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр) тата сассине аслӑраххисем халӗ те астӑваҫҫӗ-тӗр. Ку премие ял хуҫалӑх тата ҫутҫанталӑка сыхлас темӑна ҫутатакансене чыслаҫҫӗ. Ильин премине «Хыпар» хаҫат журналистне Юрий Михайлова тата Етӗрне район администрацийӗн вырӑнти радио валли кӑларӑмсем хатӗрлекен Лилия Петровӑна парас тенӗ.
Никольский ячӗллӗ преми те пур-ха. Ӑна чӑваш халӑх чӗрӗлӗвне тата халӑхсем хушшинчи туслӑха ҫирӗплетессипе ҫыхӑннӑ материалсемшӗн пама йышӑннӑ. Темиҫе ҫул каялла вӑл премие Тутарстанри «Сувар» хаҫат тивӗҫнӗччӗ. Хальхинче вара никама та чысламан.
Кӑҫал Чӑваш Енӗн наци библиотеки Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче кун ҫути курнӑ пичет кӑларӑмӗсене сканерлама палӑртать. Ҫак ӗҫе вӑл электронлӑ фонд хатӗрленӗ май пурнӑҫлама шухӑшланӑ.
Иртнӗ ҫул вулавӑш Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗн ӗҫӗсен 107 томне тата Хусанти Император университечӗн Археологи, истори тата этнографи хыпарӗсенчен истори пӗлтерӗшлӗ 93 статьяна сканерланӑ.
Электронлӑ фонда пуянлатассине вулавӑш маларахах пуҫланӑ-ха. Унччен вӑл Николай Ашмарин, Николай Золотницкий, Василий Магницкий, Василий Сбоев ӗҫӗсене, Хусан кӗпӗрнин адрес тата справка кӗнекисене тата ытти хӑш-пӗр ӗҫе электронлӑ майпа копиленӗ.
Калӑпӑшлӑ ҫак ӗҫе Наци библиотекисӗр пуҫне Шупашкарӑн пӗрлехи вулавӑш тытӑмӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Куславккари, Шупашкар тата Етӗрне районӗсенчи тӗп вулавӑшсем хутшӑнаҫҫӗ.
Кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче Иисус Христос ҫуралнӑ кун. Ҫак уява чысласа ирттерекен тӗн уявӗнче Етӗрнери Свято-Троицкий собор ҫумӗнчи вырсарни шкулне ҫӳрекенсем тата Палтайри Вознесения Господня вырсарни шкулне ҫӳрекенсем хула ҫыннисене уявпа саламларӗҫ. Ачасем пухӑннисене хӑйсен аллисемпе ӑсталанӑ ҫӑлтӑрсем парнелерӗҫ, ҫӑлтӑрсен ташши-юррипе сӑввине ятарлӑ сценари тӑрӑх лартнӑ. Сценари авторӗсем Э.Лисицына, В.Белов, Е.Паркина, Е.Коракова, М.Шуверова, Л.Гришина. Пухӑннисене Етӗрне тата Палтай чиркӗвӗсен протоиерейӗсем Сергий аттепе Владимир атте Христос ҫуралнӑ ятпа саламларӗҫ, ҫак кун умӗн Афонран пӗрремӗш хут Иисус Христос пурӑннӑ вӑхӑтри япаласене Мускава илсе килни пирки пӗлтерчӗҫ.
Пухӑннисене ҫавӑн пекех Етӗрне хулин пуҫлӑхӗ Андрей Агаков тата район администраци пуҫлӑхӗн социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Алиса Иванова саламларӗҫ.
Алиса Геннадьевна район администраци пуҫлӑхӗн ячӗпе Черновсен ҫемйине «Ҫулталӑк ҫемьи — 2013» конкурсра «Социально-ответственная семья» (чӑв. Халӑхри яваплӑ кил-йыш) номинацире ҫӗнтернӗшӗн диплом парса чысларӗ.
Етӗрне районӗнчи шкул ачисемшӗн Ҫӗнӗ ҫул ҫитӗнӳпе пуҫланнӑ. Вӗсем «Этем — историре. Раҫҫей — XX ӗмӗр» тӗпчев ӗҫӗсен республика шайӗнчи конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Палтай шкулӗнче вӗренекен Михаил Шуверов «Ҫын тата пӗчӗк тӑван ҫӗршыв» номинацире 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Урпашри вӑтам шкулта вӗренекен Светлана Портнова «Этем, общество, ҫар» номинацире 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. «Этем тата влаҫ» ятлинче Советски шкулти Ирина Игнатьева тата Тури Ачакри Елена Одикова 2-мӗш вырӑна тухнӑ. Ҫемье историйӗ пирки каласа панӑ Засурскинчи тулли мар вӑтам шкулти Михаил Иванов 3-мӗш вырӑна тухнӑ.
Тӗпчев ӗҫне ачасем паян кӑна пуҫӑнман иккен-ха. Вырӑнтисем хыпарланӑ тӑрӑх, унччен те вӗсем тӑван тӑрӑх историйӗпе, паллӑ ҫынсен пурнӑҫӗпе кӑсӑкланнӑ-мӗн. Ӗҫе тӗплӗ тӑвас тесе вӗсем архиври материалсемпе те усӑ кураҫҫӗ паллах, музей-вулавӑшсенче те лараҫҫӗ, тӗрлӗ ҫынпа курнӑҫса калаҫаҫҫӗ.
Етӗрнери тӗп вулавӑшра кӗнеке вулама юратакансем валли Чӑрӑш йӗркеленӗ.
Унччен культура учрежденийӗ ҫулталӑк тӑршшӗпех ятарлӑ конкурс ирттернӗ. «Ҫулталӑкри чи нумай вулакан» ят панӑскере вулавӑша 15 хутран кая мар пынӑ, 50 кӗнекерен сахал мар кӗнеке шӗкӗлченисене хутшӑнма ирӗк панӑ. Ҫавӑн пекех вӗсен вулавӑшри тӗрлӗ мероприятие хастар хутшӑнмалла пулнӑ. Конкурса ҫапла вара 1–8-мӗш классенче вӗренекен 54 вулакан хутшӑннӑ. Хайхисен хушшинче 200 кӗнеке ытла вуланисем те пулнӑ. «Чи нумай вулакан» ятне Етӗрнери 3-мӗш вӑтам шкулти 3-мӗш «в» класра вӗренекен Екатерина Васильева ҫӗнсе илнӗ.
Кӗнеке тусӗсене Хӗл Мучипе Юрпике тата вулавӑш ертӳҫи Ирина Токарева саламланӑ, Хисеп хучӗсемпе тата парнесемпе чысланӑ.
Ҫӗнӗ ҫула ватти-вӗтти те темӗнле хумханупа, тен, шанчӑкпа та пулӗ, кӗтет-тӗр. Ача-пӑчана уяв кӑмӑлӗ ытларах парнелес шутпа тӗрне районӗнчи халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центр Хӗл Мучин ӑсталӑх лаҫҫине уҫнӑ. Унта пыракан ачасем ёлка капӑрлатмалли теттесем хатӗрлеҫҫӗ, юртан тӗрлӗ кӳлепе ӑсталаҫҫӗ.
«Ҫӗнӗ ҫул валли капӑрлатмаллисем хатӗрленӗ май ачасем юмах тӗнчине лекнӗн туяҫҫӗ», — тесе пӗлтереҫҫӗ вырӑнтисем.
Ялӗсенче хӑйсенче мар-ха. Вӗсен тӗлӗнче. Хусана Мускавпа пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳремелли ҫул тӑвасси пирки маларах эпир темиҫе те хыпарланӑччӗ. Ку ыйтӑва проектӑн ӗҫ ушкӑнӗн ларӑвӗнче черетлӗ хут хускатнӑ. Ӑна Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Михаил Янковский ертсе пынӑ.
Аса илтеретпӗр, пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑс пирӗн республика территорийӗпе иртнӗ май Етӗрне, Муркаш, Шупашкар тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсем урлӑ каҫса кайӗ. Чарӑнӑвне Етӗрне районӗнчи Полянки тата Шупашкар районӗнчи Мӑнал ялӗ тӗлӗнче палӑртнӑ.
«Сапсана» Раҫҫейре 2018 ҫулта футбол енӗпе иртекен тӗнче чемпионачӗ тӗлне чуптарма тытӑнасшӑн. Проекта пурнӑҫланӑ чух ҫӗр ыйтӑвӗ сиксе тухма пултарать. Ҫапах та ку вӑл пысӑк чӑрмав кӑларса тӑратмасса шанаҫҫӗ. Сочинче иртекен Олимпиадӑна хатӗрлесе строительство ӗҫӗсене пуҫарнӑ чух ҫӗр ыйтӑвне хӑвӑрт татса пама пултарнине аса илеҫҫӗ. Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑс ҫулӗ тума, тен, ҫӗнӗ саккун та йышӑнма тивӗ. Ку вӑл, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, тӗпрен илсен ҫӗр ыйтӑвӗпе ҫыхӑннӑ. Саккун пирки «Скоростные магистрали» акционерсен обществин ҫӗрпе пурлӑх ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен департаменчӗн пуҫлӑхӗ Ольга Гладышева палӑртнӑ.
Раштавӑн 16-мӗшӗнче, 18.00 сехетре, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Ахах-мерчен аваллӑхӗ» ятпа чӑваш тумӗн пысӑк уявӗ иртмелле — кун пирки Чӑваш наци конгресӗн сайчӗ пӗлтерет.
Тӗрлӗ енче пурӑнакан чӑвашсен авалхи тата авалхине тӗслӗхшӗн усӑ курса хальхи вӑхӑтра туса хатӗрленӗ ҫи-пуҫне кӑтартса кӑна мар, хӑш пайӗ мӗнрен тӑнине, мӗне пӗлтернине ӑнлантарса парассине тӗпе хурӗҫ ҫак уявра.
Хутшӑнакансем: Етӗрне, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар, Элӗк районӗсенчи тата Шупашкар хулинчи фольклор ансамблӗсем, Зинаида Воронова, Татьяна Петрова, Мария Симакова халӑх ӑстисем, «Паха тӗрӗ» фирма, халӑх тум-юмӗн дизайн-студийӗ (ертӳҫи — Людмила Меркулова), СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Лариса Васильева тата ыттисем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |